Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ахаль мар - ТИН ушкӑн

Авторӗсем: Николай Казаков, Александр Егоров

Никама та ан кала кӑна
Чи сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӑма
Сӗрме купӑс евӗр чунӑма
Вӑл пултарчӗ ачашлантарма
Ҫӗр ҫинчи мар кӗввипе ачаш ача

Хушса юрламалли:
Ахаль ҫеҫ-им Шурӑ юрӗ
Ҫав каҫ ӳкрӗ ҫӗр ҫине
Ахаль ҫеҫ-им манн куҫҫӳлӗ
Йӗлтӑртатрӗ пит ҫинче
Ахаль ҫеҫ-им пӑшӑлтатрӑн
Чунӑма ҫиҫентерсе:
Ахаль ҫеҫ.
Ахаль ҫеҫ.
Ахаль мар -
Юратса...

Сан куҫу – ҫутӑ ҫӑлтӑр пек
Сан сассу – ҫӑл куҫ шывӗ пек
Сан сӑну - ӑшӑ кулӑ пек
Сан чуну – ирхи сывлӑм пек
Емӗтри ыр ҫут пирӗшти пек черчен

Ахаль ҫеҫ-им Шурӑ юрӗ
Ҫав каҫ ӳкрӗ ҫӗр ҫине
Ахаль ҫеҫ-им манн куҫҫӳлӗ
Йӗлтӑртатрӗ пит ҫинче
Ахаль ҫеҫ-им пӑшӑлтатрӑн
Чунӑма ҫиҫентерсе:
Ахаль ҫеҫ.
Ахаль ҫеҫ.
Ахаль мар -
Юратса...

Ман каллех сана курас килет
Ман каллех Санпа пулас килет
Астӑватни ӗнер. сив сӑмах каласа
Кӳрентертӗм сана
Ну юрӗ. ан кӳрен. Чӗрӳне пит ан ил.
Питӗ тунсӑх мана
Эс ӑҫта халӗ? Кил!
Кӑмӑллатӑп сана
Эсӗ кирлӗ мана.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 00:02:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3554 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем